Пушӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче 9-11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата студентсем валли тӗнчери ӳнер културипе II республика олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Комсомольски, Канаш, Муркаш районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин, Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи 11-мӗш училищӗн студенчӗсем хутшӑннӑ.
«Професси пӗлӗвӗ паракан шкулсен студенчӗсем» номинацире Анастасия Павлова (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Антон Романов (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 2-мӗш вырӑн илнӗ. Анна Ивановӑпа Екатерина Николаева (иккӗшӗ те Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен) 3-мӗш пулнӑ. «Шкулта вӗренекенсем» номинацире Ульяна Василькова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази) чи маттурри пулнӑ. Ҫав хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Виктория Анисимова та 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Татьяна Трофимова (Шупашкарти 28-мӗш шкул) 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Жить здорово» кӑларӑмра «Наци тӗпелӗ тата ҫимӗҫӗ» рубрикӑра чӑвашсен Мускаври ентешлӗхӗн элчисене кӑтартнӑ. Кӑларӑма Ҫӗнӗ ҫул умӗнех ӳкернӗ. Пӗрремӗш кӑларӑма паян эфира кӑларнӑ.
Пирӗн халӑхӑмӑр ушкӑнӗ «Каҫайрап-и, каҫаймасп-и — каҫӑ хурса парӑр-ха», — тесе юрласа, чӑваш ялавне йӑтса ҫӑкӑрпа тухрӗ, чӑвашла сывлӑх сунчӗҫ. Ҫӑкӑра Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫуралнӑ Ольга Ванеева пӗҫернӗ. Ялава Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Волков тата Ираида Карпова йӑтса тухрӗҫ. Чӑвашсем сухан нимри пӗҫерме вӗрентрӗҫ.
Хӑнасене кӑларӑма ертсе пыракансем пурне те кӑмӑлтан йышӑнчӗҫ. Ҫапах та Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ медицина ӑслӑлӑхӗсен докторне Владимир Стеклов полковника уйрӑмах ӑшшӑн йышӑннӑн туйӑнчӗ. Стеклов ултӑ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнине, унта вӑл пиллӗкмӗш пулнине каласа кӑтартрӗ. Мандрыка ячӗллӗ ҫар госпиталӗнче кардиологра ӗҫленине пӗлсен кӑларӑма ертсе пыракан Елена Малышева «Атьӑр-ха эп сире ыталам», — тесе ыталаса илчӗ. Аритмолог тесен Елена Малышева хӑйӗнпе пӗрле кӑларӑма ертсе пыракан Герман Гандельман кардиолога «Герман Шаевич, аритмолог», — тесен Гандельман эпӗ те ыталам-ха тесе ыталарӗ.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ҫынни хӑйӗн ялӗнче ҫуп-ҫап купи пирки телекурав урлӑ пӗлтернӗшӗн патак ҫинӗ. Сахалах мар лекнӗ — управляющи компани директорӗ хӗненине пула пульницӑра выртма тивет.
Ӗҫ-пуҫ, «Чӑваш Ен» телекурав каласа панӑ тӑрӑх, уйӑх каялла ялти ҫӳп-ҫап пирки хыпарланипе ҫыхӑннӑ. Шӑхасанта тирпейсӗрлӗх хуҫаланни пирки Вениамин Алексеев каласа панӑ. Ку вара ҫӳп-ҫапа тирпейлессишӗн яваплӑ компанин директорне Иванов Сергей Львовича килӗшмен — урамра тӗл пулнӑ хыҫҫӑн ним сӑмах чӗнмесӗр хӗнеме тапратнӑ тет. Киле таврӑнсан Вениамин Вениаминович хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ, тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх унӑн пуҫ мимине кисретнӗ, айӑк пӗрчине хуҫнӑ.
Пульница лекнӗ хыҫҫӑн тухтӑрсем ШӖМ ӗҫченӗсене хыпарланӑ, ҫапла пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ пулать. Ҫӳп-ҫап купине илес пулсан — ӗҫ тапраннӑ пулас, ҫуртсем умӗнчине тасатнӑ, котельнӑй тата ытти хӑш-пӗр вырӑнтине хальлӗхе тӗкӗнмен-ха.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче Раҫҫей чемпионӗн А.В. Горшковӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн кире пуканӗ йӑтас енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ.
Турнира Канаш районӗнчи Янкӑлч шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ: А.Романова, М.Подилкина, С.Шемякина, В.Филиппова. Вӗсен маттурлӑхне палӑртмалла. Тупӑшу пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн Янкӑл шкулӗн команди 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ушкӑн ертӳҫи Валерий Филиппов та хӑйӗн виҫе категорийӗнче 1-мӗш вырӑн илнӗ.
Тӗлӗнмелле пек те, анчах Канаш районӗнчи Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ тӑнлавран пӗрре янклаттарса янипе пуҫ мимине чӗтретме пултарнӑ. Ахаль-махаль ҫыннӑнне те мар, йӗрке хуралҫине. Тата урамри пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре те мар — шалти ӗҫсен пайӗнче. Вӑйлӑ пулнӑ-тӑр ҫав.
Каччӑна йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта ӳсӗр ҫӳренӗшӗн тытса чарнӑ-мӗн. Протокол ҫырма тесе хӑйсемпе пӗрле лартса кайнӑ. Полици ҫуртне ҫитсен каччӑ чӑрсӑрланнӑ — пакунлисенчен пӗрне тӑнлавран пӗрех туртса панӑ. Лешӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтмалла шар курнӑ. Шур халатлисем сурана сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ.
Йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнӑ качча пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние икӗ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ.
Пушартан хӑрушӑраххи мӗн пур-ши? Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле хулинче пушар алхаснине пӗлтернӗччӗ. Телее, ун чухне инкекпе вӗҫленменччӗ.
Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шӑхасанта пысӑк инкек пулнӑ. Ҫапла, каллех «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Хальхинче ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ирхине пушар хуралне Шӑхасанти Николаев урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫунма тытӑннине кӳрши шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Шел те, ҫуртра пулнисене ҫӑлма май килмен.
Пушар амӑшӗн тата виҫӗ ачан пурнӑҫне татнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм 1989 ҫулта ҫуралнӑскер. Унӑн ачисем 3, 2 тата 1 ҫулсенче пулнӑ. Пушарнӑйсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм электричество плиткипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ. Ҫак ҫуртрах хӗрарӑмӑн пиччӗшӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ пурӑннӑ. Вӗсем пушар тухнӑ чухне килте пулман.
Паян Канаш районӗнче Чӑваш Енри ял хуҫалӑх комплексӗн ӗҫченӗсен ӑмӑртӑвӗ пулнӑ. Йӗлтӗр тупӑшӑвне республикӑри 16 ушкӑн хутшӑннӑ.
Йӗлтӗрҫӗсене Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров ӑшшӑн саламланӑ. Спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ хыҫҫӑн вӑл тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗсем Эдуард Александровпа Ирина Кошкина, Россельхозбанкӑн ертӳҫи Ирина Письменская, «Ҫӗрулмине мухтав» агрофирмӑн тӗп директорӗн ҫумӗ Олег Мартышин старта тухнӑ.
Паян, хӗвеллӗ тата сивӗ шӑматкун, ӑмӑртакансен йышӗнче ытларах арҫынсем пулнӑ. Вӗсем вӑйлӑ, паттӑр пулнине тепӗр хут кӑтартнӑ.
Тупӑшу ял хуҫалӑх комплексӗсен ертӳҫисен чупӑвӗпе пуҫланнӑ. Финиша республикӑри Патшалӑх техтӗрӗслевӗн инспекциӗн пуҫлӑхӗ Владимир Дмитриев пӗрремӗш ҫитнӗ. «Букет Чувашии» организаци ертӳҫи Дмитрий Круглов унран темиҫе ҫеккунт ҫеҫ юлнӑ. Олег Мартышин виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Ытти чупура та ҫӗнтерӳҫӗсем пулнӑ. Хӗрӳ тупӑшу пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ.
Лавккасем халӗ унта та кунта ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа евӗрех ӳссе лараҫҫӗ. Тепӗр тесен лайӑх-ха ӗнтӗ: пӗр ҫӗрте килӗшмесен тепӗр вырӑнта туянма пулать.
Ҫывӑх вӑхӑтра Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Пӗршенерте лавкка туса лартӗҫ. Район администрацийӗ ҫӗре сутма аукцион ирттернине хыпарлать. 50 тӑваткал метр лаптӑка туянас шухӑшлисем виҫҫӗн тупӑннӑ иккен. Ҫӗрӗн малтанхи хакне 43 пин те 600 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Аукционта уншӑн Р.В. Иванова ятлӑ хӗрарӑм пек сӗнекен пулман. Вӑл ӑна пуринчен хаклӑрахпа, 63 пин те 220 тенкӗпе, туянма кӑмӑл тунӑ. Ҫапла вара ҫӗре райадминистраци ӑна сутса янӑ.
Паян Нестер Янкас сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ куна халалласа Канаш районӗнчи Сиккассинчи вулавӑш ӗҫченӗсем А.И. Миттов ячӗллӗ вӑтам шкулта «Янкас сӑввисем» лирика сехечӗ ирттернӗ.
Уява Сиккасси культура керменӗн ӗҫченӗсем Нестер Янкасӑн «Кӑмӑл» сӑвви тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑпа уҫнӑ. Сиккасси ял вулавӑш ӗҫченӗсем З.Г. Мукшинапа В.М. Мурзукова сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.М. Александрова Нестер Янкаса халалланӑ хӑтлавпа паллаштарнӑ, унӑн сӑввисене тишкернӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем вуланӑ сӑвӑсем уйрӑмах чуна хускатрӗҫ тесе пӗлтереҫҫӗ унта пулнисем. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренекен Андрей Изенгеев, халӗ вӑл Сиккасси шкулӗнче парктика ирттерет, Нестер Янкасӑн «Ывӑл» сӑввине лайӑх вуланӑ. Уяв викторинӑпа вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (7)
Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗнчи ача пахчинче пӗчӗккисем валли паян тепӗр ушкӑнлӑх вырӑн уҫӑлнӑ. Ӑна валли республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫана ушкӑн валли пӳлӗме юсаса ҫӗнетме, сӗтел-пукан туянма янӑ. Ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ ушкӑна 20 ача хӑйӗн хаваслӑ сассипе тултарӗ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма районти тӗрлӗ пуҫлӑх тата Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ таранах пырса ҫитнӗ. Тӳресене ача пахчин ертӳҫи Е.Г. Георгиева тем пек тав тунӑ. Ун пек мероприятисенче ашшӗ-амӑшне те сӑмах параҫҫӗ те, караклӑсем те ыттисенчен уйрӑлса тӑрас темен: М.В. Шавгеева ятлӑ амӑшӗ строительсене, район администрацине ырланӑ-мухтанӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |